Пĕлӳ çурчĕсенче тĕп юсав пырать

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарать. Авăн уйăхĕнче 140 000 ытла ача партта хушшине ларĕ. Вĕсенчен 17 000 – пĕрремĕш хут шкул алăкне уçакансем.

Паян пĕлӳ çурчĕсенче хĕрӳ тапхăр. 15 муниципалитетри шкулсенче тĕплĕ юсав пырать. Пĕлÿ кунне кĕтсе илме хатĕрленес ыйтусене Чăваш Ен ертӳçи ирттернĕ ларура сӳтсе яврĕç. Кăçал 31 пĕлӳ çуртĕнче тĕп юсав пуçланнă. Анлă ĕçсене икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Ака уйăхĕнчех 12 вĕрентӳ учрежденийĕнче юсав пуçланнă, çурла уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕсенче ĕç вĕçленмелле. Анчах 4 шкулта ĕç кал-кал пымасть, шкулсем алăксене вăхăтлă уçаймасса та пултараççĕ. Шупашкарти 12-мĕш шкулта тата 4-мĕш лицейре юсава 80 процент ирттернĕ. Пăрачкав районĕнчи Кудеихăри тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти пĕлӳ çурчĕсенче палăртнин çуррине çеç пурнăçланă. Проектпа смета хучĕсене йĕркеллĕ туса çитерменни, объектсенче строительсем сахалли – лав вырăнтан вăрахăн тапраннин сăлтавĕ çакă.

Тепĕр кăсăклă самант та пур – икĕ районта та пĕр пĕрлешÿ ĕçлет. Республикăри тепĕр 18 шкула икĕ çулта тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Кунта та кăлтăксемсĕр мар. Хăш-пĕр учрежденисенче ĕçсене 7 процент çеç пурнăçă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев район администрацийĕсен пуçлăхĕсене шкулсенче юсав мĕнле шайра пынине кĕске вăхăтра палăртма ыйтрĕ, вĕрентӳ министерствине вара пĕлтĕр юсанă шкулсене тишкерсе хăшĕсем çирĕплетнĕ стандарта пăхăннине палăртма хушрĕ. Ларура çавăн пекех утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 18-мĕшĕччен пĕлӳ çурчĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслени çинчен те каларĕç. Республикăри 897 учрежденирен хальлĕхе 793-шĕ комисси пайташĕсене кĕтет. Ку эрне пуçламăшĕ тĕлне 41 вĕренӳ çурчĕ ачасене йышăнма хатĕррине палăртнă. Иван Иванов, Алина Сусметова, Юрий Марков