Шкулсенче воспитани енĕпе ĕçлекен канашçăсем пулĕç

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енри шкулсенче воспитани енĕпе ĕçлекен канашçăсем пулĕç. Çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме ятарлă проект май парать, унта пирĕн республика чи малтан хутшăнать.

Вĕренӳ тытăмĕнчи улшăнусене тата çивĕч ыйтусене Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕпе Дмитрий Захаровпа сӳтсе яврĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен республикăри пĕлӳ çурчĕсенче 400 ытла канашçă ĕçлеме тытăнĕ. Вĕсем ачасемпе те, вĕрентекенсемпе те тĕлпулусем, информаципе çутĕç мероприятийĕсем ирттерĕç. Çавăн пекех канашçăсем класс тулашĕнче йĕркелекен «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» проекта пурнăçлас енĕпе тимлĕç. Унпа килĕшӳллĕн шкулсенче класс сехечĕсене çĕнелле йĕркелĕç.

Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, регионта пĕрремĕш класа каякан ачасен йышĕ ӳснĕ. Кăçал вунçичĕ пин çурă вĕренекен пуçласа парта хушшине ларать пулсан, малашне вара çак хисеп 18 000, вунсакăр пин çурăна çитĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев патшалăхăн çамрăксен политикине йĕркелес тата вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмне çĕнетес енĕсемпе тĕллевлĕн ĕçлеме ыйтрĕ