Кадрсемпе тивĕçтермелле
<p>Культура çурчĕсене çĕклеме, юсама тата çĕнетме кăçал 5<em>40 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă.</em> Вăл шутра 72 миллион тенкине Чăваш Ене федераци хыснинчен панă. Асăннă укçапа 2022 çулта 77 культура вучахне чĕртмелле. Уйăрнă укçапа тухăçлă усă кураççĕ-и? Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри культура министрĕпе Светлана Каликовăпа тĕл пулса сӳтсе яврĕ.</p>
<p>Культура объекчĕсен ытларах пайне <em>«Клуб евĕрлĕ культура учрежденисене çĕнетес тата çĕклес» программăпа хута яраççĕ. Ăна 2022-2026 çулсенче пурнăçламалла. Унпа килĕшӳллĕн кăçал пилĕк вĕр çĕнĕ клуб çĕклемелле тата 14 ял клубне тĕпрен юсамалла. Пĕтĕмпе 248 миллион тенкĕлĕх. «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăра 11 модельлĕ вулавăш уçăлнă. Культура учрежденисене уçнипе кăна мар, вĕсене кадрсемпе те тивĕçтермелле»</em>, – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.</p>
<p>Ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ вăл. Кадрсем çитменни ялсенче вăйлă палăрать. Ачасене хушма пĕлӳ паракан вĕрентекенсем çукрах. «<em>Муниципалитетсемпе ку енпе малалла ĕçлемелле, ыйтăва татса памалла</em>», – терĕ республика ертӳçи. Паллă ентешсен çулталăкĕнче тата Андриян Николаев летчик-космонавт уçлăха пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 60 çул çитнине халалласа Шуршăлти космонавтика музейне çĕнетеççĕ. Хальхи вăхăтра проектпа смета хучĕсене хатĕрлеççĕ<strong> </strong></p>