Сахал тупăшлă çемьесене
<p>Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн строительство министрĕпе Павел Даниловпа та тĕл пулчĕ. Сахал тупăшлă 170 çемье пĕчĕк процентлă ипотекăпа усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарĕ. Кăçал çак тĕллевсене пурнăçлама республика хыснинчен 97 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.</p>