Транспорт ĕç-хĕлне çăмăллатĕç
<p>Чăваш Енри транспорт ĕç-хĕлне кăтартакан документпа çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллаштарĕç. Ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕпе Владимир Осиповпа тĕл пулнă май сӳтсе яврĕ. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев транспорт малашлăхне палăртакан документ тахçанах кирлĕ пулнине каларĕ. Çĕршыв Правительстви палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçа кĕртмелле. Владимир Осипов министр каланă тăрăх, общество транспорчĕн пахалăхĕпе меллĕхĕ ӳсĕ. Маршрут сечĕсене те пĕрлештерĕç. Халăха турттарассин тухăçлăхне ӳстересси те тĕп вырăнта. Сусăр çынсем те тимлĕхре. Вĕсене обществăлла транспортпа куçса çӳреме çителĕклĕ майсем туса памалла. Республика кăçал та федераци программине хутшăнса техникăсем туянас тĕллевлĕ. Çăмăллăхлă лизингпа 40 троллейбус илесшĕн. Раççей транспорт министерстви Чăваш Республикин заявкине ырланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕнĕ йышши лабораторисем хута яма сĕнчĕ. Вĕсем çул-йĕр строительствин ĕç-хĕлне проектран пуçласа хута яричченех тĕрĕслеме май парĕç. Транспорт тытăмĕнче цифровизаципе ĕçлесси те кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ<strong> </strong></p>