Çĕнĕ волейбол лапамĕ хута каяс шанăç пур
<p>Çĕнĕ спорт лапамĕсем хута ярасси, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелесси, тачă çыхăнса ĕçлесси. Çак тата ытти ыйтăва регион ертӳçи Олег Николаев «РаççейДорБанк» пĕрлешĕвĕн председателĕпе Глеб Гуринпа йĕркеленĕ канашлура сӳтсе яврĕ. Тĕлпулура патшалăх тата уйрăм партнерсем пулăшнипе республикăра спорт объекчĕсем хута ярасси çинчен каларĕç. Сăмах Шупашкарта волейбол вылямалли çĕнĕ лапам çĕклесси çинчен пычĕ. Çакнашкал проект регоиншăн пĕрремĕш мар. Иртнĕ çул та тĕрлĕ пĕрлешӳ пулăшнипе Шупашкар кӳлемĕшĕнче урамри баскетбол центрне уçнăччĕ. Олег Николаев «РаççейДорБанк» пĕрлешĕвĕн председательне Глеб Гурина «Спартак-Чăваш Ен» хĕрарăмсен волейбол ушкăнне хавхалантарса пынăшăн тата регионсен хушшинче хăйăр çинчи волейбол турнирне йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ. «Чăваш Ен – сирĕншĕн тĕрлĕ тытăмра шанчăклă партнер пулма хатĕр», – палăртрĕ вăл. Ĕçлĕ тĕлпулура çавăн пекех «РаççейДорБанк» пĕрлешӳ «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн транспорт инфратытăмне аталантарма хутшăнас ыйтăва та сӳтсе яврĕç. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев</p>