Патшалăх тытăмĕ цифрăна куçать
<p><span>Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патшалăх заказĕсемпе ĕçлекен «Вымпелком» пĕрлешĕвĕн директорĕпе Александр Шведовпа тĕл пулчĕ. Патшалăх тытăмĕнче цифра мелĕсемпе усă курасси, компентенцисен центрне йĕркелесси çинчен калаçу пулчĕ вĕсен. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин правительстви асăннă пĕрлĕшӳпе ятарлă килĕшӳ алă пусма хатĕрленет. Çапах та ку ахаль документ пулмалла мар, тет пĕрлешĕвĕн директорĕ Александр Шведов. Çамрăксем уйрăмах цифра технологийĕсемпе анлă усă кураççĕ. Çавăнпа та тăван регионтах пурăнса Мускаври тата ытти пысăк хулари шалăва илме май пуррине палăртать вăл. Республикăра транспорт, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ тытăмĕсем цифрăна куçса пыни курăнать. Çынсене ку çĕнĕлĕхсем чылай çăмăллăх кӳреççĕ. «Çитес вăхăтра it-тытăм валли вăйлă вĕрентӳ лапамĕ, программа хатĕрлетпĕр, ун пек специалистсем халь питĕ кирлĕ. Вĕренӳпе производство класĕсене Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш патшалăх аграри уиверситетĕнче уçма палăртнă. Унта шăпах эпир сирĕн специалистсене явăçтарса тачă ĕçлесшĕн», - терĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.</span></p>