Республика аталанать
<p>Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви 215 тивĕçе пурнăçлать. Чăваш Ене комплекслă аталантармалли çинчен калакан программа, регион аталанăвĕн стратегийĕ, Патшалăх Канашне янă Çыру тата ытти те. Нумай документа мала кăларма тăрăшаççĕ ку тытăмра ĕçлекенсем. «Хăтлăх – республикăра пурăнакан кашни çын çакна туйтăр тесе тăрăшатпăр та», – терĕ Дмитрий Краснов министр Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан. Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин хăйĕн те аталану стратегийĕ пур. Пĕлтĕр унта 4 уйрăмпа 52 проект кĕртнĕ. Халĕ унта тата 31 проект хушнă. Вĕсем ытларах влаç тытăмне çĕнетессипе, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсене аталантарассипе, туризма вăйлатассипе çыхăннă. Юлашки вăхăтра пĕчĕк тата вăтам услам аталанма пуçларĕ. Пĕлтĕрхинчен 30 процент ытларах та вĕсем халь. Çавăн пекех хăйсем çине ĕçлекенсем йышлансах пыраççĕ. Чăваш Республики икĕ технопарк тума укçа-тенкĕ тивĕçнĕ, каçал тата ку енпех 4 заявка тăратнă. Республика аталанăвĕшĕн нумай ĕç-пуç йĕркеленĕ, федераци укçине явăçтарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăнпа лăпланса лармалла маррине, малалла та ĕçлемеллине палăртрĕ. Шалти туризма аталантарассипе те çине тăрса тăрăшмаллине каларĕ вăл. Çавна май кĕркунне регионта анлă турфорум йеркелеме сĕнчĕ<strong> </strong></p>