Куполсем çĕклерĕç
<p><span>Сергий Радонежский Çветтуйран юлнă çĕрмен ӳт пайне Православи чиркĕвĕнче вырнаçтарнăранпа кăçал, утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче, 600 çул çитрĕ. Çак çавраçула халалласа Раççейре тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Чăваш Енре, сăмахран, Таса Сергий Радонежский ячĕллĕ собор çĕкленет. Паян унта куполсене вырнаçтарчĕç. Таса Сергий Радонежский ячĕллĕ собора 2014 çултанпах тăваççĕ. Вăл 40 метра çӳллĕш пулмалла тата пин ытла çынна йышăнмалла. Чиркĕве виçĕ çул каяллах, Шупашкар 550 çул тултарнă çул, кайран Чăваш автономи йĕркеленнĕренпе 100 çул тултарнă çул уçма палăртнăччĕ, анчах та юсав ĕçĕсем тăсăлса кайнă. 2020 çулта Варнава митрополит пурнăçран уйрăлнă. Вăл собора çĕклеме чылай вăй хучĕ. Ăна кунтах алтарь çывăхĕнче пытарнă. САВВАТИЙ: «Владыка Варнава çĕр айĕнче выртни, çĕр ăшĕнче выртни пирĕншĕн Турра тархаслать тесе шанатпăр. Çак чиркӳшĕн те Турра тархаслать тесе шанатпăр. Çавăнпа хăвăртрах туса пĕтеретпĕр пуль тесе шутлатăп». Турра тархаслани куç кĕрет. Ĕçĕн хăвăртлăхĕ те ӳснĕ. Халĕ кунта куполсем çĕклеççĕ. Сăваплă ĕçе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл чиркӳ сăнĕ улшăннине, собор илемленнине палăртрĕ. Купол хăпартнине курма халăх йышлă пухăнчĕ. ЗИНАИДА ИВАНОВА: «Çак чиркӳ çинче куполсене çĕклени пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кĕçех ĕнтĕ çак чиркĕве уçаççĕ. Кунта нумай çынсем çӳреме пуçлаççĕ. Ĕненекенсем, тен, ĕненменнисем те килме пуçлаççĕ çакăнта». СВЕТЛАНА МАТВЕЕВА: «Манăн кĕçĕн ывăл Сергий ятлă. Çавăнпа чун савăнать. Уншăн кĕл тăватăп. Сывлăхлă пултăр. Телейлĕ пултăр кăна. Çавăнпа та чун туртать çакăнта». Пухăннисем Варнава митрополит вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хучĕç</span></p>