Чăваш Енре пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе çĕршывра пĕрремĕш вырăнта. Республикăри адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн республикăра тĕрлĕ спорт объекчĕсене хута яраççĕ. Спортри çитĕнӳсем тата малашнехи тĕллевсем çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри спорт министрĕпе Василий Петровпа тĕл пулса калаçрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2030-мĕш çулччен çĕршывра пурăнакансен 70 проценчĕ спортпа туслă пулмалла тесе палăртнă. Çак Хушу Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланса пырать. «Республикăри инфраструктурăна аталантармалла. Патшалăхпа бизнесăн тачă çыхăнура», – терĕ республика Пуçлăхĕ. «Юлашки вăхăтра усламçăсене социаллă пурнăç, спорт илĕртни сисĕнет. Вĕсем унта укçа хывни палăрать», – терĕ Олег Алексеевич. Спорт тытăмĕнче цифра технологийĕсемпе Чăваш Ен анлă усă курать, Раççейре çак кăтартупа пĕрремĕш вырăнта. «Манăн спорт» пĕрлехи информаци тытăмĕнче спортсменсем те, тренерсем те. Республикăри спорт министерстви муниципалитетсемпе футбол уйĕсене хута ярассипе ăнăçлă ĕçлет. Тĕслĕхрен, Вăрнарта çамрăк футболистсем валли регион центрĕ уçăлнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Енри ача-пăча сывлăхне çирĕплетме пулăшас тĕллевпе уçнă центрсене хăтлăх кĕртесси пирки каланăччĕ. «Шурă чулсем» лагере кăçал çĕнĕ варкăш кĕртнĕ – халĕ вăл «кĕпĕрнаттăрсен лагерĕ» шутланать. Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕн тытăмне кĕрет. Çав тĕслĕхпех усă курса 2024-мĕш çулта «Росинка» базăна та çĕнетесшĕн. Регина Кубайкина, Павел Иритков
Новости последнего часа со всей страны в непрерывном режиме 24/7 — здесь и сейчас с возможностью самостоятельной быстрой публикации интересных "живых" материалов из Вашего города и региона. Все новости, как они есть — честно, оперативно, без купюр.
News-Life — паблик новостей в календарном формате на основе технологичной новостной информационно-поисковой системы с элементами искусственного интеллекта, тематического отбора и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public. News-Life — ваши новости сегодня и сейчас. Опубликовать свою новость в любом городе и регионе можно мгновенно — здесь.