Программăна 7 çурт кĕртнĕ
<p>Чăваш Енре 2017-мĕш çулччен авариллĕ тесе йышăннă çуртсенчен халăха куçарасси çинчен калакан адреслă программăпа ĕçлеççĕ. Унта пурăнма юрăхсăр тата 7 çурта кĕртеççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун пирки те калаçрĕç. Программăна кĕрекен авариллĕ çуртсем Муркаш, Шăмăршă тăрăхĕсенче тата Çĕмĕрле хулинче вырнаçнă. Çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2 000 тăваткал метрпа танлашать, вĕсенче 152 çын пурăнать. 2025-мĕш çулти авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕсене çĕнĕ çуртра хваттер уççи памалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев программăри ĕçсене палăртнинчен маларах та пĕтерме тăрăшмалли пирки аса илтерчĕ. Кăçал тата тепĕр çул 530 çынна пурăнма юрăхсăр 24 çуртран куçармалла. Вĕсем Вăрнар, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Тăвай районĕсенче тата Çĕмĕрлепе Шупашкар хулисенче пурăнаççĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн фончĕн правленийĕ çак программăна пурнăçлассипе хушма тĕрев парассине ырланă – 200 миллион тенкĕ ытла куçарма йышăннă. Хальлĕхе республикăна 111 миллион тенки килнĕ те. Паян Шупашкар хули авариллĕ çуртсенчен çынсене куçарма Ашмарин урамĕнче нумай хутлă çурт тăвассипе килĕшӳ тунă. Муркаш районĕ пурăнмалли икĕ вырăн туянма контракт çырнă. Çĕмĕрле хулинче пĕр муниципаллă контракта вĕçленĕ, çывăх вăхăтра тепре хатĕрлеме палăртаççĕ. Ытти муниципалитетра аукцион ирттерме кирлĕ хутсем йĕркене кĕртеççĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Павел Иритков</p>