Ветеринари çурчĕсене юсĕç
<p>Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертӳçипе Константин Викторовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Çак тытăмри çитĕнӳсемпе тата малашнехи аталану çул-йĕрне тишкерчĕç вĕсем. Республикăри ветеринари çурчĕсене тĕпрен юсама кăçал хыснаран 35 миллион тенкĕ уйăрнă. Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме куçса çӳрекен пунктсем туянни те пысăк пулăшу кӳрет ял хуçалăх ĕçченĕсене. Унпа выльăх-чĕрлĕх сипленĕ чухне те усă кураççĕ. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертӳçи Константин Викторов каланă тăрăх, сиплев учрежеднийĕсем валли техника туянма укçа-тенкĕ пăхса хăварнине те каларĕ. Кулленхи ĕçре 46 çĕнĕ методикăпа усă курма пуçланă. Апат-çимĕçре тĕрлĕ хутăшсем тупса палăртассипе, ака-суха ĕçĕсене тумалли хатĕрсене тĕрĕслемелли таранах. Унччен çак ĕçсене тума урăх регионсене çӳренĕ пулнă. Çак тĕрĕслевпе выльăх апатĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕçри антибиотика та тупса палăртаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пурлăхпа-техника тытăмне çĕнетсе тăни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ</p>