305 çурт çĕклемелле
<p><span>2022-2026-мĕш çулсенче Чăваш Енре комплекслă программăпа объектсем тума пуçламалла. Сахал мар. Программăна 305 çурт кĕртнĕ. Объектсене хăпартнă чухне федераци хыснинчи укçа та каять. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче çакăн çинчен калакан йышăну проектне ырларĕç. Ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç пухăннисем. Комплекслă программăна кĕртнĕ çĕнĕрен хăпартмалли е тĕпрен юсамалли объектсене инвестици политикин канашĕн ларăвĕнче ырланă. Вĕсене пурнăçлама 110 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрĕç. Кăçал çак ĕçсене ирттерме хыснара 5 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Çитес çул ку сумма 3 хут ытларах пысăк пулать. 2025-мĕш çулта 41 миллиард тенкĕлĕх объектсем тумалла. Калăпăшлă ĕçсем пур сферăна та пырса тивеççĕ. 2022-2026-мĕш çулсенче вĕрентӳ енĕпе 11 çурт пулмалла. Сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем тата та нумай – 29. 59 фельдшерпа акушер пунктне тата 29 амбулаторие федераци укçипе çĕклеме май пулĕ. Çавăн пекех спортпа, коммуналлă хуçалăхпа çыхăннисене те çĕнĕрен тăвĕç. Паллах, çул-йĕр, çурт-йĕр, экологи ыйтăвне те татма май парать комплекслă программăпа ĕçлеме пуçлани. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă ĕçсене йеркипе тата вăхăтра туса пымаллине аса илтерчĕ. Çавăн пекех вăл малашне программăна улшăнусем кĕртме те май пуррине каларĕ. Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтăва та сӳтсе яврĕç ларăва пухăннисем. Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртан тата Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче тĕп юсав ирттерме май килмест. Экспертиза çапла палăртать. Çавна май кунта çынсен сывлăхне терĕслекен çуртсене çĕнĕрен хăпартма планлаççĕ. Тĕп юсав валли уйăракан нухрата вара Канаш районне яраççĕ. Вăл укçапа кунти Матьшӳ тата Атнаш ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тĕпрен юсĕç.</span></p>