Пурне те регистрацилемелле
<p><span>Нумаях пулмасть Çĕрпӳре кĕрлесе иртнĕ Тихвин ярмăрккинче вĕрсе хăпартнă 20-е яхăн батут вырнаçтарнă. Халăха йышăнма пуçличчен ку аттракционсене пурне те тĕрĕсленĕ. Çакăн пирки пĕлтерчĕ те Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев Чăваш Ен ертӳçипе Олег Николаевпа тĕл пулсан. Сăмах май, ку тытăм аттракционсене тĕрĕслессине нумаях пулмасть яваплăха хăй çине илнĕ. Хăй тĕллĕн çӳрекен техника, аттракцион хисепĕ çулсерен ӳсет. Çу çитсенех вĕрсе хăпартнă батутсем те йышланаççĕ. Вĕсенче вăхăта кăмăллă ирттермелле, канма килнĕ çыннăн хăрушлăх пирки шухăшламалла мар – çакна мала кăлармаллине палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Апла пулсан аттракционсен тăрăмне час-час тĕрĕслемелле», – терĕ Олег Алексеевич. Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев хăрушсăрлăх ыйтăвне мала кăларса аттракционсене тишкерме час-час çула тухнине каларĕ. Кашнине вĕсене шута илмелле иккен. Пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан аттракционсем патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă ĕнтĕ. Вĕсем Чăваш Енре – 223. Ыттисен вара çак ĕçе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ирттермелле. Тĕл пулура çавăн пекех республикăри техника тăрăмĕ пирки те калаçрĕç, инспекцин малашнехи ĕç-хĕлне сӳтсе яврĕç</span></p>