Шывпа тивĕçтермелли тытăма çĕнетĕç
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ аталану банкĕн Еврази регион центрĕн тĕп директорĕпе Андрей Бокаревпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. «Çĕршыв хулисенче шывпа тивĕçтермелли тытăмсене çĕнетессине тата усă курнă шыва юхтарасси» проекта пурнăçламалли çул-йĕре тишкерчĕç вĕсем. 2019-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче çĕршыв Правительствипе çĕнĕ аталану банкĕ килĕшӳ тунă. «Çĕршыв хулисенче шывпа тивĕçтермелли тытăмсене çĕнетессине тата усă курнă шыва юхтарасси» проекта ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ уйăрассине пăхса тухнă. Чăваш Ен тĕп хули конкурс суйлавĕ витĕр тухнă. Проектсене ăнăçлă хӳтĕлесе 5 хула çĕнтерӳçĕ йышне кĕнĕ. Проект федераци, регион тата муниципалитет шайĕнче 2019-мĕш çултан пуçласа 2025-мĕш çулччен пурнăçланать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта БРИКС çĕршывсене аталантармалли çĕнĕ банк пулăшнипе хула тулашĕнчи коллектора, 14 насуспа канализаци станцийĕсене юсаса çĕнетес ĕç пырать. Шупашкарта шывпа тивĕçтермелли тытăма çĕнетме 2 миллиард тенкĕ çурă ытла хывĕç