Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне - парне
<p><span>Ишме те пулать, волейбол-футболла та выляма май пур тата ытти те. Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнчен спортăн тĕрлĕ енĕпе туслашма май паракан объекта çитес вăхăтра уçма палăртаççĕ. Унта ĕçсем еплерех пыраççĕ? Графикрен юлмаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çула тухрĕ. «Спорт – пурнăç норми». Ишлейĕнчи физкультурăпа сывлăх комплексне çак федераллă проектпа çĕклеççĕ. Виçĕ хутлă çурт 4 000 ытла тăваткал метр лаптăкра вырнаçать. 25 метрлă бассейн, спортпа тренажер залĕ, фитнес-зал, теннисла вылямалли, кĕрешӳ пӳлĕмĕсем – пур енлĕн сывлăха çирĕплетме пулать кунта. Пĕр вăхăтра 170 çын çан-çурăмне тĕреклетме пултарать. НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «Ĕçсем стройка енĕпе пĕтнĕ тесен те юрать. Кунта оборудовани лартмалла та, шывне тултармалла. Унччен малтан документаципе туса пĕтермелле. Лицензисем илмелле вара ФОК ĕçлеме пуçлать. Пирĕн районшăн ку объект питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку комплекса çынсем тахçанах кĕтнĕ. Ишлей – пысăк территори. Çынсем нумай пурăнаççĕ кунта. Ишлейский поселенинче 6 000 таран çын пурăнать. Юнашар поселенинче те çынсем нумай. Çав çынсем кунта çӳреме пуçлаççĕ». Кунта хуларинчен пĕрре те кая мар. Физкультурăпа сывлăх комплексĕнче таса та илемлĕ. Вăл паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăрать. ЕВГЕНИЙ СУББОТИН: «Çĕнĕ ăру сывлăхлă çитĕнессе шанса тăратпăр. Пирĕн юнашар ял тăрăхĕсем тепĕр 10 000 çынна яхăн вĕсем те кĕтсе тăраççĕ. Халь Кӳкеçе кайма, хăвăрах пĕлетĕр, яланах пробкăсем, кайма пĕр сехет. Килме пĕр сехет. Унта 40 минут шыва кĕресси. Кунта халь пробкăсем нимте çук. Юнашар ял тăрăхĕсем Кшауш, Янашсем, Ишексем пурте кунталла килесшĕн». Çĕршыв Президенчĕ 2030-мĕш çул тĕлне 70 процент халăх физкультура спортпа пĕрмай туслă пурăнмалла тесе тĕллев лартнă. Чăваш Ен ку енĕпе ăнăçлă ĕçленине, республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнине те палăртмалла. – Кунта тĕрлĕ енлĕ пăтăрмахсем нумай пулчĕç çак ик çул хушшинче. Чăн малтанах проект документацийĕ питĕ япăх пахалăхлă пулни, тĕрлĕ енлĕ çитменлĕхсем те самаях пулчĕç. Пурте пĕрле тарăшнипе çак икĕ çул хушшинче ман шутпа Ишлей тăрăхĕнче пурнакан халăх валли питĕ хăтлă спорт керменĕ тума пултартăмăр. Халĕ спорт комплексĕ тавра хăтлăх кĕртессипе ĕçлеççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ишлей ялĕнче савăнăçлă уяв пулĕ. Спорт керменне чаплă лару-тăрура уçма палăртаççĕ. Елизавета Цветкова, Роза Деменцова, Павел Иритков</span></p>