Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ — астăвăм кунĕ
<p><span>Мухтавлă ентешсене халалланă çулталăкра, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăрпа Хусан чиккине тăвакансен астăвăм кунне паллă тăвĕç. Кун пирки калакан Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. Чикĕ леш енче, çĕршывăн тĕрлĕ хулинче пурăнакан ентешсем Шупашкарта пухăнĕç. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче Чăваш Енре ентешсен форумӗ иртӗ. Кун пирки республикăри экономика министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ. Чăваш Енре çуралнисене пĕр-пĕринпе паллаштарасси, çитĕнекен ăрăва вĕсем пирки каласа кăтартасси – тĕллевĕ çак. Астăвăм кунĕнче тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Вĕсенчен пĕри – регионсен хушшинчи «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотла марафон. Ăна Чĕмпĕр облаçĕпе тата Пушкăрт Республикипе йĕркелеме палăртнă. «Ентешлĕх çăлтăрĕ» фестиваль та çĕр-çĕр чăваша хăйĕн ытамне пуçтарĕ. Унсăр пуçне çак кунсенче «Сăр чикки» опера та кăтартĕç</span></p>