Республика кунĕнче çуралнисене парнепе чысларĕç
<p>Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче çуралнă пепкесене чысларĕ. Ырă пуçару малашне те вăй илессе шаннине пĕлтерчĕ. Пукане театрĕнче иртнĕ савăнăçлă лару-тăрăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Республика кунĕнче çуралнă пепкесем спектакль курма паян ашшĕ-амăшĕпе килнĕ. Хальлĕхе вĕсем хăйсем тĕллĕн утаймаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçаймаççĕ пулин те Республика Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран илнĕ парнесемшĕн питĕ кăмăллă пулнине тӳрех пĕлме пулать. – Пурне те çакăнта курма питĕ хавас. Уйрăмах çамрăк, пурнăçа пуçлакан çынсене халалласа пухăннă май тата чун та, чĕре те питĕ савăнать. Республика кунĕнче çуралнă 22 ачана чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Илья Крепчаков та пулчĕ. МАРИНА КРЕПЧАКОВА: «Пирĕн çемьере икĕ ача. Асли хĕрача тата ывăл ача. Илья ятлă. 24-мĕшĕнче çуралчĕ. Пире тетте тата кĕнеке парнелерĕç. Кĕнеки питĕ интереслĕ. Унта чăвашла та, вырăсла та çырса панă». Республикăри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе пурнăçланать çак проект. Анжелика Александрова хăй те ача пекех савăннă юрлакан, калаçакан кĕнекешĕн, çемçе теттешĕн. Ывăлĕ Максим та парнене хапăлласа йышăнасса шанать. АНЖЕЛИКА АЛЕКСАНДРОВА: «Акă тетте парнелерĕç пире. Çакăн пек кĕнеке. Ман ача çакăн пек кĕнекесемшĕн савăнать. Ӳссен Республика кунĕнче çакăн пек парне панă тесе калатăп».</p>