Депутат холодильник парнеленĕ
<p>Йывăрлăха лекнипе Донбасран ирĕксĕр куçса килекенсене республика Правительстви, Чăваш Енре пурăнакансем пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев та çак кунсенче Муркаш районĕнчи «Кĕрен парăсра» пулчĕ. Вăл унта пушă алăпа кайман иккен. Халăх шаннă çын камсемпе тĕл пулнине тата вĕсене мĕн парнеленине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ. Çулталăкри Эвелинăшăн, 7 уйăхри Давидшăн – Чăваш Республики тăван кил пекех. Ака уйăхĕнче Новицкисен çемйи тăнăçлăх шыраса Муркаш районне çитнĕ. «Хĕрлĕ парăсра» тин вĕсем тавралăха хăрушшăн кисретекен сасăран, путвалта ишĕлчĕксен айĕнче ларнă выçлăх кунĕсенчен хăтăлнă. ОКСАНА НОВИЦКАЯ: «Пире кунта питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Сивлемерĕç. Кунта пурте пулăшаççĕ». ЯН САВИН: «Пире ача-пăча тумĕпе, апатпа туллин тивĕçтереççĕ. Пахча çимĕç, пюре тата ытти тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç çителĕклĕ». Çапах та вĕсен пĕр йывăрлăх пулнă. Пĕртен-пĕр сивĕтмĕш юнашарти çуртра вырнаçнă. Апат-çимĕç илме кайма йывăра килнĕ çамрăк хĕрарăма. Оксана пĕр май икĕ ачипе килте, мăшăрĕ ĕçре. Кăкăр ачисене никампа хăварса пулмасть. Ачасем валли хатĕрленĕ сĕт хутăшне вара сивĕтмĕшре тытма тивет, унсăррăн юрăхсăра тухать. Вĕсен паянтан пысăк савăнăç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертӳçи Николай Николаев вĕсене сивĕтмĕш, чейник парнелерĕ. Новицкисем малашне Раççейре юлма палăртаççĕ. Çурт лартас, е хваттер илес кăмăл пур теççĕ. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Бахтияр Велиев</p>