Ĕç малалла пырать
<p>Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервӗн 3-мӗш номерлӗ спорт шкулĕнче паян та юсав пырать. Ӗҫ вӑхӑтӗнче мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет, тахҫантанпах кӗтнӗ бассейн хăçан ӗҫлеме тытӑнать-ши? Çак ыйтусен хуравне тупма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çула тухрĕ. Йывăр тиевле машинăсем курăнаççĕ. Кранпа çӳлти хута материалсем хăпартаççĕ. Олимп резервĕн 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче юсав пырать. СЕРГЕЙ СУВОРОВ: «Çак спорт шкулне икĕ этапа уйăрнă. Пĕрремĕш этапĕнче 25 метрлă бассейн тата гостиница комплексĕ. Кунта инвалидсем валли доступ лайăхлатса параççĕ, лифтсем пулаççĕ, пандус йĕркелесе параççĕ. Вĕсем çавăнтанах пысăк бассейна кĕме пултараççĕ, спорт залсене доступ пулать». Объектри ӗҫсем малтанхи графикрен юлса пыраҫҫӗ. Лав вырăнтан чăрмавлă тапраннин сӑлтавĕ – проектпа смета докуменчӗсенче нумай ӗҫе шута илменни. Çавна май çивĕч ыйту та нумайланнă. АНАТОЛИЙ ВЛАДИМИРОВ: «Пĕрремĕш проект тунă чухне, 2013-мĕш çулта туса кăларнă, нормăсем кăçал ылмашĕнчĕç вĕсем. Çавăнпа çĕнĕрен проект тумалла, проектировщиксене ылмаштарчĕç, çĕнĕ экспертиза тухать, экспертиза тухнă хыççăн та пĕтĕм норматив ылмашăннă, Çавăнпа вăхăт тăсăлчĕ». Паян строительсем тӳрех 4 блокра тăрăшаççĕ. Тăватă заллă çуртра çивитти тăваççĕ. Çул çӳремелли хатĕрсем вырнаçтараççĕ. Ăшă тытăмĕпе ĕçлеççĕ. Кĕмелли тĕп вырăнта та тумалли нумай. Бассейнра та плитка çыпăçтармалла, штукатурка ĕçĕсем пыраççĕ. Сăмах май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал Патшалăх Канашне янă çырура та ку объект пирки аса илнĕччĕ. Строительство ĕçĕсене кунта 2022-мĕш çул вĕçне пĕтермелли пирки каланăччĕ вăл. АНАТОЛИЙ ВЛАДИМИРОВ: «Хальхи вăхăтра шалтине отделка, вентиляци, сантехника тăваççĕ, элекриксемпе каменщиксем ĕçлеççĕ. Ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Графикран юлмастпăр, тăрăшатпăр. Кăçал пĕтересшĕн эпир». Çапли-çапла та, анчах Олимп резервӗн 3-мӗш номерлӗ спорт шкулĕ ачасене йышăниччен строительсен пайтах тар кăларма тивĕ. Шаннă кайăк йăвара пулĕ е çук – вăхăт кăтартĕ. Анастасия Дюкина, Бахтияр Велиев</p>