Пĕлтерĕшлĕ пулăм
<p>Хӳтĕлев чиккисене 1941-мĕш çулта фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарсан тума тытăннă. Сăр хӳтĕлев чикки Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсем урлă иртсе кайнă. Хусан хӳтĕлев сооруженийĕ Мари Республикинчен пуçласа Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар районĕсем урлă Тутарстан чиккине çитнĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă тылрисем. Вĕсене сума суса Раççейре пĕрремĕш Куславкка районĕнчи Аслă Куснар çывăхĕнче чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене халалланă астăвăм комплексĕ уçăлчĕ. Çак пулăм çӳллĕ шайра иртнине палăртрĕç влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче. Совет Союзĕн маршалĕ Георгий Жуков: «Тыл вăл хăех çĕнтерĕвĕн çурри», – тенĕ. Вăрçă хирне лекменнисем нумай тар тăкнă. «Пурте фронт валли» – çак чĕнĕве мала кăларнă вĕсем. Хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте те тыл ĕçченĕсен тӳпи пысăк. 380 çухрăма виçĕ уйăхра чавса пĕтернĕ. Çакна кăтартакан 38 стелла, кашнийĕ 10 çухрăма палăртать. Тыл ĕçченĕсене халалласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куславкка тăрăхĕнче ĕмĕр сӳнми çулăм çутрĕç. Ĕç мухтавĕн хулисенчен 36 ушкăн унта хутшăнчĕ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине чавакансем халăх умне шурă тупма тухрĕç. Çапла майпа леш тĕнчери тыл паттăрсен чунĕсем пирĕнпе пулнине кăтартрĕç. Хальхи ăру пархатарлă ĕçĕшĕн, сăвап тунăшăн тав турĕç. Çакна театăрласа кăтартнă çĕре Чăваш Енри 300 артиста явăçтарнă. Курма килекенсем, хăнасем те йышлăн. Куславккара çеç пин ытла çын комплекса уçнă çĕрте пулнă. Унсăр пуçне çак пулăма онлайн-трансляци тунă. Ăна вара 31 000 ытла çын пăхнине шута илнĕ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене чысласси çакăнпах вĕçленмест. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, окопсене чавма пуçланă кун, каллех Чăваш Енре тылри паттăрсене аса илĕç. Ун чухне чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене халалланă опера та хатĕр пулĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енпе ятарлă комитет халех йĕркелемеллине каларĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Павел Иритков</p>