Комсомольски районĕнче мечет уçнă
<p>«Комсомольски районĕнчи Урмаел – Раççей шайĕнче вăйлă аталанса пыракан ял тăрăхĕ», – терĕ Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов соборти мечете уçнă çĕре хутшăннă май. Чăваш Енре 128 ытла тĕрлĕ халăх çынни туслăхра, килĕшӳре пурăнать. Комсольски районĕнчи Урмаелĕнче çак кунсенче юсав ĕçĕсем хыççăн мечĕт çĕнĕрен уçăлчĕ. Ăна 30 çул каяллах никĕсленĕ. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Атăлçи Пăлхар халăхĕсем ислам тĕнне йышăннине паллă тунă кун. 2014-мĕш кунта юсав ĕçĕсем ирттерме пуçланă. Кивĕ çуртăн никĕсне улăштармасăр хăварнă. Çав вăхăтрах кану тата уçăлса çӳремелли вырăнсем хута кайнă. Тутарстанран тата ытти çĕртен килнĕ сумлă хăнасем Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева чунтан тав турĕç тĕрлĕ тĕне пĕр регионта аталанма майсем туса панăшăн</p>