«Эпĕ — патриот» фестиваль
<p>Чăваш Енре пĕрремĕш хут пĕрлешӳсем «Эпĕ – патриот» фестивале пухăнчĕç. Вăл республикăри «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен шайĕнче иртрĕ. «Вăйăсем çамрăксене пур енлĕ аталанма, тăван çĕршывăн историне тĕплĕнрех пĕлме май параççĕ», – палăртрĕç ăна ирттерекенсем. «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем çулталăкра йĕркеленĕ ĕçе пĕтĕмлетеççĕ. Вĕсем кăçал 53-мĕш хут иртеççĕ. Вăйăсене 24 ушкăн, 300 яхăн çамрăк аремеецсем хутшăнчĕç. Виçĕ кун яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ конкурсра ăмăртрĕç, ăс-хакăлпа, вăй-хăватпа, ăнкарулăхпа тупăшрĕç. Сăмахран, автомата салатса-пуçтарасси. Кашни çамрăк армеецăн çак ĕçе аван чухламалла. Хĕр вăр-вартарах пулни пĕр енчен каччăн кăмăлне хуçрĕ, тепĕр енчен автомата тата хăвăртрах пуçтарма хăват пачĕ пулмалла. Çакна сăнаса тăракан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каччăна хавхалантарчĕ, чăн-чăн салтакпа танлаштарчĕ. Пĕрисем автомат салатса-пуçтарчĕç пулсан, теприсем тимĕр кайăксемпе тупăшрĕç. Стройпа тӳрĕ утасси те кунта тĕп вырăнта. Мухтавлă ентешесен çулталăкĕнче ушкăнсем хăйсен районĕсенчи паллă çыннисене халлаласа курав хатĕрленĕ. Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем Совет Союзĕн Паттăрĕпе Александр Беляевпа паллаштарчĕç. Çарпа спорт вăййисем ачасене пурнăçри йывăрлăхсене парăнтмарма та вĕрентеççĕ. Тĕрлĕ конкурс вăй-хăвата çирĕплетет, ăс-хакăла аталантарать. АННА МИХАЙЛОВА: «Мана питĕ килĕшрĕ силовой гимнастика, пултаруллăх кокурсĕ. Унта эпĕ 33 отжимани турăм. Йывăрах пулчĕ, паллах. Мана килĕшрĕ. Теори конкурсĕнче пуç ватма тиврĕ». Вăйăра çĕнтерекенсем Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хӳтĕлеме тивĕçлĕ пулĕç</p>
<p> </p>