Çĕнĕ инвестици проекчĕсем хута кайĕç

Чарусем аталанма çĕнĕ майсем туса параççĕ. Вĕсемпе туллин усă курмалла», - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Питĕр хулинче. Сăмахран, Республикăри электротехника предприятисем çĕршыври оборудованин 70 процентне кăлараççĕ. Эппин, вĕсен малашлăхĕ пысăк. Регионсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Хăвата пĕрлештерсен пур йывăрлăха те çĕнтерме ансатрах пулĕ терĕ Республика ертӳçи.  «СПИК 2.0» — инвестици контрактне малалла тăсрĕç. Ку килĕшӳ водород перекисьне Чăваш Енре туса илме май парать. Çак документа Раççейри промышленноç тата суту-илӳ министрĕ Дмитрий Мантуров, «Волжская перекись» пĕрлĕшĕвĕн тĕп директорĕ Ярослав Кузнецов тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов алă пусрĕç.