Вĕсен паттăрлăхĕ яланах асра
Чăваш Ен делегацийĕ ĕçлĕ çул çӳревпе Мускав хулинче. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Чăваш Республикинче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халлаланă сумлă ĕçсем пирки калаçрĕç. Валентина Матвиенко чăвашсем пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Çакă историе сыхласа хăварма пулăшать. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалласа республикăра чылай ĕç-пуç иртрĕ. «Çĕнĕ спектакльсем, концертсем, опера, куравсем, кĕнекесем, фильмсем кун çути курчĕç», – палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалласа Куславкка районĕнче асăну комплексĕ çĕклеççĕ. Вăл тыл ĕçченĕсене халалланă Раççейри пĕрремĕш палăк. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçĕç