Курав уçăлчĕ
<p>Раççей Федераци Канашĕнче «Хĕрарăм тылра. Паттăрлăх. Юрату. Çĕнтерӳ» ятпа курав уçăлчĕ. Кунта архив докуменчĕсем, сайра тĕл пулакан сăн ӳкерчĕксем, сумлă çынсен историйĕсем курма пулать. Тыл ĕçченĕсене халалласа Чăваш Ен пысăк ĕç хатĕрленĕ. Мускавра иртекен мероприятие Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнчĕ. Курава уçнă çĕрте çĕршыври Федераци Канашĕн депутачĕсем те пулчĕç. Тыл ĕçченĕсене халалланă ĕçе пахаларĕç. Кураври стендсем çинче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен историне вырнаçтарнă: архив справкисем, çынсем хăйсем илтни курнине каласа пани, окопсенче тупнă блокнотсем, тылшăн ĕçленĕ промышленность предприятийĕсен ĕç-хĕлĕ. ветерансен аса илĕвĕсем. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенка курава уçнă май, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне халалланă проект пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăнана пушă алăпа мар, парнепе килнĕ. Регион ертӳçи Валентина Матвиенкăна Раççей тĕрленĕ карттин пĕчĕклетнĕ пайне парнелерĕ. Паттăрсене сума суса Чăваш Енре çĕршывра çук япаласене те тума пултарнă. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă мемориал проекчĕпе унăн авторĕ Константин Фомин паллаштарчĕ. КОНСТАНТИН ФОМИН: «38 стеллă, кашни 10 çухрăма пĕлтерет, стеллăсене кĕтессе вырнаçтарнă. Вĕсем чикĕ кукăрĕсене кăтартаççĕ. Хӳтĕлев чиккине техника телĕшĕнчен, кăмăл-туйăм енчен те интереслĕ тăвасшăн пултăм». Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра Александр садĕнчи ĕмĕр сӳнми çулăм пĕр пайне чаплă лару-тăрура Куславккари Аслă Куснара ăсатĕç. Таса лампада ĕç паттăрлăхĕн ытти хулисене те çитĕ. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă пур паттăра та хисеп тăвĕç<strong> </strong></p>