42 инвестици проекчĕ пурнăçланмалла
<p>Инвестици проекчĕсен шучĕ ӳснĕ, укçа-тенкĕ хывакансем кирлĕ канаш-сĕнĕве тата пулăшăва тивĕçнĕ. Çак тата ытти пĕтĕмлетĕве Чăваш Республикин инвестици аталанăвĕн агенствин сăнав канашĕн ларăвĕнче палăртрĕç. Укçа-тенкĕ хывакан проектсене тимлесе тăракан агенство ĕçлеме пуçланăранпа инвестици проекчĕсен портфелĕ 20 миллиард тенкĕ ӳснĕ. Хальхи вăхăтра вара 36 миллиард тенкĕлĕх 42 проект пурнăçланмалла. Вĕсен шутĕнче Канаш, Патăрьел тăрăхĕсенчи тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пĕрлешӳсен резиденчĕсем. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕпе килĕшӳллĕн 2035-мĕш çулччен регионта 293 миллиард тенкелĕх инвестици проекчĕ пурнăçа кĕмелле. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев агенствăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартмалли, пĕлтермелли мелсене ӳстермеллине палăртрĕ. «Çавăн пек тăрăшсан çеç укçа-тенкĕ хывас текенсем йышланĕç», – çирĕплетрĕ вăл</p>