Услампа ĕçлемелле
<p>Иртнĕ çулта юридици сăпачĕсене тата уйрăм усламçăсене Чăваш Енри тĕрĕслев органĕсем сакăр çĕре яхăн тишкернĕ. Бизнес прависене хӳтĕлекенсен шухăшĕпе ку питĕ нумай. Раççейри административлă хĕсĕрленин индексĕнче Чăваш Ен 25-мĕш вырăн йышăнать. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен йышĕнче республика 6-мĕш. Кăшăллă вирус алхаснипе 2020 çулта услама чылай çăмăллăхпа тивĕçтерчĕç. Çав шутра тĕрĕслевсене те чакарчĕç. Услам çакна хăйнеевĕрлĕ ăнланчĕ пулмалла. «Пандеми вăхăтĕнче вĕсем пĕрре мар саккунсене пăснă. Социаллă яваплăх пирки манатпăр. Ку тĕрĕс мар», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Влаçра тăрăшакансемпе усламăн тачă çыхăнса ĕçлемелле. Пĕрне-пĕри ăнланса, тĕрев парса тăрăшсан кăна тухăçлăхĕ пулать. РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Предпринимательсем, усламçăçем, чăннипе, пирĕн пата килсе ĕçлесшĕн пулсан пирĕн вĕсене пулăшмалла. Тĕрлĕ шайри программăсемпе. Вăл программăсемпе ăна пулăшаймастпăр пулсан ĕçлекен çынна чăрмантармалла мар. Çав пысăк тĕллев тесе шутлатăп. Район территоричне эпир чылай инвест проект ĕçе кĕртсе пыратпăр. Кăçал кăна июль уйăхĕнче ямалла талăкра 200 литр туса илмелли сĕт завочĕ».<strong> </strong></p>