Ака вĕçленсе пырать
<p>Кăçал Чăваш Енре 545 000 гектар çинче çурхи ĕçсене ирттермелле. Çак пĕлтĕрхинчен ытларах. Хальлĕхе хуçалăхсенче 210 000 ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, ку эрнере 20 градус ăшă пулмалла, çакă акана вăхăтлă вĕçлеме май памалла та. Влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче çакă тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12 районта акса пĕтернĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕ кайрисен йышĕнче, кунта çуракие 90 процент та пурнăçламан. Акнин пысăк лаптăкĕ – елчĕксен. Вĕсен 20 000 ытла гектар çинче тĕш-тырă вăй илет. Хыççăнах канашсемпе патăрьелсем хăвалаççĕ. Çĕрулми 4 000 ытла гектар çинче лартăннă. Çĕмĕрле, Шăмăршă, Красноармейски, Патăрьел, Улатăр районĕсенче плана тултарнă. Пăрачкавпа Йĕпреç районĕсен кăтартăвĕ 20 процента та çитмест. Тăвайĕнче вара «иккĕмĕш çăкăрпа» пач та ĕçлемеççĕ. Чăваш Енре хăмла çитĕнтерессипе республикăра 6 хуçалăх ĕçлет. «Симĕс ылтăна» пилĕк районти 117 гектар çинче çакнă. Пĕлтĕрхи кăтарутран ку 16 процент ытларах. Етĕрнесен тӳпи пысăк – вĕсем хăмлана 42 гектар çинче тирпейленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăмла лаптăкне малашне пин гектара çитермеллине каларĕ. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама ĕçсене халех пурнăçлама пуçламаллине асăнчĕ. Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче хăмла вырăнĕсене хатĕрленĕ. Олег Алексеевич çавăн пекех Республика кунĕнче «Симĕс ылтăн» фестиваль иртмелли çинчен, апла пулсан Чăваш Енĕн ку ĕçре майсем ытларах та пулнине пĕлтерчĕ. Алина Сусметова, Юрий Марков</p>