Çĕнĕ Шупашкарта индустри паркĕ пулĕ
<p>Çĕнĕ Шупашкарта пĕрремĕш индустри паркĕ пулĕ. Ĕçлĕ ыйтусене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Проекта Чăваш Республикин социаллă-экономика аталанăвĕн программине тĕпе хурса хатĕрлеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Малтанхи икĕ çул пĕчĕк тата вăтам услама, çурт-йĕр строительствине тимлĕх уйăрнă. Кăçалтан пуçласа индустри паркĕ, технопарксем, агротехнопарксем тăвассипе ĕçлĕпĕр», – терĕ. Халĕ Раççей Федерацийĕн Правительстви Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика лапамне туса хурасси çинчен калакан постановлени проектне тишкерессипе ĕçлет. Проекта пурнăçа кĕртме пур влаç органĕсен те тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ регион ертӳçи. Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне хута яма 1 миллиард та 600 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Унăн лаптăкĕ 43 гектар ытларах пулĕ. Технопаркра 7 предприяти хăйсен производствине вырнаçтарĕç. Объекта 2024-мĕш çулччен туса пĕтермелле. Кунта 320 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ. Иван Иванов, Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин<strong> </strong></p>