Чăваш Ен пуçлăхĕ çĕршыври Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕпе тĕл пулчĕ
<p>Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕпе Евгений Шевченкăпа тĕл пулчĕ. Чăваш Республикинче районсене муниципаллă округсене куçарĕç. Çавна май авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче суйлав иртĕ. Икĕ ен ку çитес сасăлавăн ырă енĕсене пăхса тухрĕç. Евгений Шевченко каланă тăрăх, Чăваш Енре çулталăк каялла патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче кандитатсемшĕн алă пусни хăйĕн тухăçлăхне кăтартрĕ. Республика опычĕпе халĕ ытти регион та усă курать. Шупашкарти суйлав йĕркине тимлекенсем валли халăх сăнавĕн центрĕ те ĕçлерĕ. Тĕл пулăва пухăннисем унăн ĕçне ырларĕç. Вăл лайăх кăтартупа ĕçленĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсем çукпа пĕрех. Ку тытăмпа ĕçлени сасăлава уççăн та таса ирттерме пулăшнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев суйлавра саккуна пăхăнса ĕçленине каларĕ<strong> </strong></p>