Мускавра Акатуй пулать
<p>Раççей тĕп хулинче чăваш наци уявне паллă тăвĕç. Акатуй çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускаври национальноçсен çуртĕнче иртмелле. Уява Паллă ентешсен çулталăкне тата чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 60 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш хут Акатуй онлайн мелпе иртĕ. Эппин, уява кашни курма пултарать. Унта яланхиллех спорт ăмăртăвĕсем пулĕç, фольклор ушкăнĕсемпе эстрада çăлтăрĕсем юрăсемпе савăнтарĕç. Аслă уявра тĕрлĕ курав ĕçлĕ. Акатуя çурхи ĕçсене вĕçлесен ирттереççĕ. Мĕн ĕлĕкренех çак кун чăвашсем пĕрле пухăннă, вăйă картине тухнă, юрăсем шăрантарнă, паха та тутлă апат-çимĕçпе сăйланнă<strong> </strong></p>