Пухмач тулать
<p>1995-мĕш çултанпа Чăваш Енре «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон иртет. Çак тапхăрта 25 хутчен ыркăмăллăх ĕçне йĕркеленĕ. Кăçал марафон пуш уйăхĕнче старт илчĕ. Унăн пухмачĕ тулсах пырать. Çак ыйтăва та хускатрĕç влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче. Çу уйăхĕ те хыçа юлчĕ. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон вăй илсе пырать. Унăн пухмачĕ 4 миллион ытла тенкĕпе тулнă та. Елчĕк, Пăрачкав, Шăмăршă, Элĕк, Комсомольски районĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастарлăх кăтартаççĕ. Ытти çулсенче марафон пынă вăхăтра пухмач 8 миллион тенкĕрен ытла тулман. Чи лайăх кăтарту 2018-мĕш çулта пулнă, ун чухне ырă ĕç тăвакансем 7 миллион та 700 000 тенкĕ куçарнă. Пĕлтĕр пухмач 5 миллион тенкĕпе пуянланнă. Умра тата икĕ уйăх. Апла пулсан кăçал пĕлтĕрхи кăтартăва лайăхлатма шанăç пур. Кӳршĕллĕ регионсемпе танлаштарсан, марафона хутшăнакансен йышĕ Чăваш Енре питĕ пысăк. Кăçал марафона çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. Çынсем ятарлă QR-кодпа усă курса укçа куçарма пултараççĕ. Ку мелпе 53 469 тенкĕ пухăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни муниципалитета çакнашкал QR-кодсем тума сĕнчĕ. Çак çĕнĕлĕхĕн ырă енĕ вăл - куçарнă укçа вырăнтах уйрăм мероприяти ирттерме е пĕр-пĕр проекта пурнăçа кĕртме каять. Иван Иванов, Алина Сусметова, Павел Иритков</p>