Çуллахи канăва хатĕр!
<p>Ачасене йышăнма хатĕр! Çуллахи тапхăрта шкул ачисем хайсен сывлăхне Чăваш Енри лагерьсенче çирĕплетме пултараççĕ. Ку тата ытти ыйтăва тунтикунсерен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен ларура сӳтсе яврĕç. Кăçалхи çуллахи каникул вăхăтĕнче 37 000 ытла ача тĕрлĕ учрежденире хăйĕн сывлăхне çирĕплетме палăртнă. Çав шутра 17 000 яхăнăшĕ хула тулашĕнчи лагерьте канăва усăллă ирттерме пултарать. Шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсенче – 20 000 ытларахăшĕ вăхăта хаваслă ирттерме май тупĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пурĕ 327 канупа сывлăха çирĕплетмелли организаци ачасене йышăнмалла. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров кăçалхи кану кампанийĕн хăйне евĕрлĕхĕ 7 профильлĕ смена иртнипе, унта тĕрлĕ ача-пăча общество пĕрлĕшĕвĕн 1700 пайташĕ хутшăннипе çыхăннине палăртрĕ. Унсăр пуçне шыв пахалăхне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасен канăвне сăвăс, шăши, йĕке хӳре пăсмалла мар. «Звездный» лагерь патне пымалли çулсене çитес вăхăтра юсамалли çинчен те калаçрĕç ларура. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни муниципалитет ку ыйтупа яваплă иккенне палăртрĕ, ачасем канма киличчен мĕн пур хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене татса памаллине каларĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 12 вĕренӳ учреждени тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. Регина Кубайкина, Ольга Алексеева, Павел Иритков<strong> </strong></p>