Шкул ачисене канмалли проект
<p>Чăваш Ен регионсен хушшинче йĕркеленĕ «Пĕлӳ вагонĕ» туризмпа вĕрентӳ проектне хутшăнчĕ. Унпа килĕшӳллĕн 5-мĕш класран пуçласа шкул ачисем пуйăспа çул çӳреве тухаççĕ. Пĕрремĕш «чĕкеçсем» Мускава çак кунсенче вĕçсе кайрĕç. Вĕсем мĕнле паллă вырăнсенче пулса курнă, мĕнпе асра юлнă çĕршывăн тĕп хулинче ирттернĕ канмалли кунсем? Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра. Пуйăс каять, пуйăс килет. Роман Глотов, Екатерина Никифорова, Марьяна Николаева «Пĕлӳ вагонĕ» проект çинчен пĕлсенех çула тухма кăмăл тунă. Икĕ кун вĕсем Мускаври паллă вырăнсемпе паллашнă. Хĕрлĕ лапамра, Измайловăри кремльте, «Зарядье» паркра тата ытти çĕрте вĕсем экскурсире пулнă. Вĕсемпе пĕрле çул çӳреве тухнă Нина Глотова совет саманинче чи лайăх вĕренекенсене, спортра çитĕнӳсем тăвакансене, пултарулăхра, ĕçре малта пыракансене тĕрлĕ хулана илсе çӳренине халĕ те астăвать. Çавăнпа ку çĕнĕ проект пуриншĕн те питĕ усăллă пуласса вăл шанать. Мускавра чăваш ачисене ытти хулари яш-кĕрĕмпе пĕрлештерсе хăтлă автобуссем çине лартнă. Марьяна, Роман, Екатерина Саранскри çамрăксемпе тӳрех пĕр чĕлхе тупнă иккен. Унсăр пуçне Шупашкар каччисемпе хĕрĕсене экскурсоводсем те асăрханă. Вĕсем ыйту хыççăн ыйту панă. Марьяна Николаева Мускавра чылай вăхăт пурăннăран тĕрлĕ паллă вырăнта пулса курнă. Ăна пуйăспа çӳреме килĕшет. Роман Глотов вара кун пек пысăк çул çӳреве хальччен тухса курман иккен. ИВАН ГЛОТОВ: «Ăна унта питĕ килĕшнĕ. Эпир те час-часах çула тухатпăр. Ытларах чухне, паллах, машинăпа, çывăхри субъектсене. Эпир унпа пĕрмай çыхăну тытрăмăр. Асламăшĕпе пулин те, уншăн питĕ пăшăрхантăмăр». НАДЕЖДА НИКИФОРОВА: «Катерина кун пек инçе çула – Мускава, пĕрремĕш хут тухрĕ. Ярса панă сăн ӳкерчĕксем тăрăх вăл питĕ савăнни тӳрех курăнать. Эпир хумхантăмăр. Вăл 5-мĕш класра çеç вĕренет-çке. Вĕсене унта питĕ кăсăклă пулнă». Ку проект кĕркунне вăй илессе чунтан шанать Анна Казанцева. Вăл Чăваш Енре «Хула халапĕсем» агентство ертӳçи, «Атăлçири асра юлмалли канмалли кунсем» проект пайташĕ. 2016-мĕш çултанпа «Пĕлӳ вагонĕ» проектпа килĕшӳллĕн 15 000 ытла ача Самар тата Пенза облаçĕнчи хуласене çитсе курнă. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин<strong> </strong></p>