«Профессионалитет» проект пурнăçланать

Кăмăла каякан профессипе туслашма пулăшакан çĕнĕ проект хута кайрĕ. «Профессионалитет» çĕршыв шайĕнче пурнăçланать. Çамрăксем кĕнеке шĕкĕлчесе пĕлӳ пухнисĕр пуçне практикăра ăсталăха туптама пултараççĕ. Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче кăçал шăпах çак программăпа тĕллевлĕ вĕрентме çамрăксене йышăнма палăртнă. Инофрмаци хăрушсăрлăхĕ, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх, газпа нефть уçласси, тимĕр шăратса сыпăнтарасси. Тата ытти чылай специальноçе, профессие алла илме пулать Канашри траспортпа энергетика техникумĕнче. 9-мĕш класра вĕренекен Роман Семенов акă экскаватор рулĕ умне пĕрремĕш хут ларчĕ. Пысăк техникăна хускатма çăмăлах мар иккен. Пускăчне вăхăтлă пусмалла, уççине те пĕлсе çавăрмалла. Тимур Ананьев вара пĕрремĕш хут тимĕр çĕвĕ сыпăнтарса пăхрĕ. Вут-хĕм тухмарĕ, мĕншĕн тесен ку студентсем валли хатĕрлесе кăларнă хăрушсăр аппарать. Пуçа тăхăнмалли шлемра экран вырнаçтарнă. Унта мĕн пур технологие курма, пурнăçлама май пур. Хĕрсем те пуласлăхне ĕç профессийĕсемпе çыхăнтарма ĕмĕтленеççĕ.

МАЛЬВИНА ПАВЛОВА: «Эпĕ Канашри транспортпа энергетика техникумне вĕренме килесшĕн. Мана çак професси килĕшрĕ, мĕншĕн тесен эпĕ спортпа туслă. Нимĕнрен те хăрамастăп. Манăн пушарсене сӳнтерме вĕренес килет».

Ачасене кăмăллакан профессие хăвăртрах кĕрсе кайма практика нумайрах кирлине шута илсе техникумра вĕренӳ программине те çĕнетнĕ.

АЛЕНА ПАВЛОВА: «Кăçал пирĕн техникум «Профессионалитет» ятлă проекчĕпе тĕрлĕ професси тата специальностьсемпе вĕренме илет. Мĕнле уйрăмлăхсем пур-ха ытти программин? Ĕлĕк эпир профессисемпе çулталăк та 10 уйăх вĕренетпĕр 9-мĕш класс хыççăн специализацисемпе 3 çул та 10 уйăх вĕреннĕ пулсассăн. Халĕ эпир 2 çулта 10 уйăх вĕренетпĕр. Специализацисем те, профессисем те нумай». Çамрăксене вĕрентес ĕçе тĕрлĕ предприяти те хастар хутшăнать. Каччăсемпе хĕрсене бригадăсем тăрăх уйăрса ĕçе хăвăрт кĕрсе кайма пулăшĕç.

НАТАЛЬЯ ЯКОВЛЕВА: «Пирĕн ачасене хăйсен профессисене суйласа илме тĕллевне лартма пулăшать тесе шутлатăп». Канашри транспортпа энергетика техникумĕ çинчен тĕплĕнрех вĕсен сайтĕнче паллашма пулать. Документсене элеткронлă почтăпа яма, е йышăну комиссине леçсе пама май пур.