«Çулталăк вĕрентекенĕ – 2023» конкурс лауреачĕсем паллă

Пуян чун хаваллă, пултаруллă та хастар. Чăваш Енре «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2023» конкурса пĕтĕмлетрĕç. 2 куна пынă ăмăртăва 26 муниципалитетри педагог хутшăнчĕ. Лауреат ятне камсем тивĕçнĕ? Хуравне Юлия Адюкова репортёр пĕлет.

«Çулталăк вĕрентекенĕ – 2023» конкурса Çĕнĕ Шупашкарта ирттерме ахальтен суйласа илмен. Шăпах кунти 17-мĕш шкулта вăй хурать пĕлтĕрхи çĕнтерӳçĕ – Екатерина Ананьева. Хальхинче ăста вĕрентекен тӳресен йышĕнче.

ЕКАТЕРИНА АНАНЬЕВА: «Кăçал «Учитель года» конкурс Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕшĕн эпир питĕ кăмăллă. Пирĕн вĕрентекенсем чи пултаруллă, ĕçчен, талантлă. Вĕрентекенсем Чăваш Республикишĕн питĕ пысăк пуянлăх».

Ăмăртăва хутшăнакан кашни вĕрентекенĕн урок, воспитани ĕçĕ, ăсталăх лаççи кăтартмалла пулнă. Çак тĕрĕслевсене педагогсем хăйне евĕрлĕ ирттернĕрен суйлав тума та йывăр пулнине палăртаççĕ тӳресем. Чи маттурисен ячĕсене Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтерчĕ. Çак самантра вĕрентекенсем уйрăмах хумханни палăрчĕ. Куславккари 2-мĕш шкул вĕрентекенĕпе Елена Чердаковăпа пĕр танах лауреат ята Муркаш шкулĕнчи Елена Ефанова, Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕнчи Мария Пилюгина, Шупашкарти 4-мĕш лицейри Михаил Зыков тата Шупашкар тăрăхĕнчи Толик-Хураски шкулĕнчи Ирина Коптева тивĕçрĕç. Вĕсем малалла пĕр-пĕрин хушшинче «Çулталăк вĕрентекенне – ыйту» тата «Педагогика канашĕ» тĕрĕслевсенче тупăшрĕç. «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2023» конкурсра кам çĕнтернине тӳресем хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ. Унăн ятне вĕрентекенсен ăсталăх ăмăртăвĕсен чыславĕнче пĕлтерĕç.